Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Элӗк районӗ

Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта вӗренекенсем утӑ уйӑхӗнче Тутар Республикинчи Пӑлхар хулинче пулса курнӑ. Географипе вӗрентекен Л.И.Петрикова ачасене авалхи чӑваш хули ҫинчен уроксенче пӗрре кӑна мар каласа панӑ. Ҫапах та куҫпа курни ӑсра тарӑнрах упранать, ҫавӑнпа ӗнтӗ кану тапхӑрӗнче мӑн пӗлӳпе кӑсӑкланакансен ӗлӗкхи саманари пӑлхар шӗкӗр хулине ҫитсе курас ӗмӗте пурнӑҫлама мел пулчӗ. Шкул ачисем автобуспа Теччӗ хулине ҫитрӗҫ. Кунта чӑвашсен аслӑ сӑвӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши учительсен семинаринче вӗреннӗ. Теччӗре педагогика училищин музейӗнче Ҫеҫпӗл Мишши кӗтесӗ пур. Анчах кунта нумай вӑхӑт чарӑнма май килмерӗ. Атӑл ҫыранӗнче ҫӗр каҫма тӳр килчӗ ачасене. Кӑвайт чӗртсе апатланчӗҫ. Ирхине малалла ҫула тухрӗҫ.

Хула кун-ҫулӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн хыҫҫӑн кӑвак тӳпе айӗнче вырнаҫнӑ архитектура палӑкӗсемпе паллаш кӑмӑл турӗҫ элӗксем. Юлашкинчен Хура палата текен вырӑна ҫитсе курчӗҫ. Ачасем ҫулҫӳреврен сӑн ӳкерчӗкӗсем, кӗнекесем, суренирсем илсе таврӑнчӗҫ. Ҫак экскурсири чи хакли — ачасен ҫамрӑк чунсенче, ӑс-тӑнӗсенче яланлӑхах авалхи асамлӑхсем, тӗлӗнтермӗшсем упранса юлӗҫ.

Малалла...

 

Паян, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче ҫӗрмӗш ача ҫуралнӑ. Пӗчӗк Диана Удяковсен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Алексей Осиповичпа Оксана Юрьевнӑн ку пӗрремӗш ача.

Тин ҫеҫ ашшӗпе амӑшӗ пулса тӑнӑ ҫамрӑксене ЗАГС пуҫлӑхӗ М.М.Николаева ӑшӑ сӑмах каларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Н.В.Фёдоровпа Элӗк район пуҫлӑхӗн, А.И.Платоновӑн, саламӗсене вуласа пачӗ, вӗсен открыткисене парнелерӗ. Ҫавӑн пекех Алексей Осиповичпа Оксана Юрьевна ача ҫуралнине ҫирӗплетекен свидетельство пачӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнче Выла юханшыв урлӑ асфальт хунӑ кӗпере ӗҫе кӗртнӗ. Ҫак чаплӑ ӗҫ уявне Чӑваш республикин хулари тата обществӑри инфраструктурине ҫӗнетсе-йӗркелесе пыракан министрӗ А.Н. Гончаров, унӑн ҫумӗ А.И. Лепилин, Элӗк районӗн пуҫлӑхӗ А.И. Платонов, Чӑваш республикин Минстройӑн автомобиль ҫулӗсене тытса пыракан управленин пуҫлӑхӗ В.А. Атрохов, унӑн ҫумӗ Н.Н. Бахмисов, ООО СПФ "Стромос" тӗп ертӳҫи В.Н. Карпеев, ДЭП-146 ертӳҫи В.А. Павлов хутшӑннӑ. "Элӗк-Ураскилт-Ҫирӗккасси-Выла" автотрасса ҫинчи кӗпере тума 2006 чӳк уйӑхӗнче тапратнӑ. Кӗпер вӑрӑммӑшӗ — 41 м. Кӗпере Чӑваш Республики Президенчӗн "Чӑваш Республикинче автомобиль ҫулӗсен шутне хӑвӑртрах аталантарасси" хушнипе туса лартнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ял ачисене юнашар ялти шкула автобуспа турттарма питӗ ансат пулать. Ҫаплах тата ял ҫыннисем кунта автобуссен ҫӗнӗ маршрутне уҫасса шанаҫҫӗ. Ӗнтӗ, ҫак такӑр та хӑвӑрт ҫулпа элӗксемпе чутайсем хушшинчи тачӑ ҫыхӑнусем татах ҫирӗпленсе пырӗҫ.

 

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Элӗк салинче «Виръял шевлисем» ятлӑ XII-мӗш регионсем хушшинчи чӑваш эстрада юррисен фестивалӗ иртрӗ. Фестивале 70 ытла юрӑҫ хутшӑнчӗҫ. Вӗсен Чӑваш Енӗн 11 районӗсенчен, тата ҫавӑн пекех Тутарстанпа Чӗмпӗр облеҫӗсенчен ҫитрӗҫ.

Комсомольски районӗнчи Алина Просвирнова фестивальте «Тупатӑпах» юрра юрласа кӑтартрӗ, уншӑн вара вӑл чи пысӑк оценкӑсене тивӗҫрӗ. «Гран-при» номиницишӗн 46 хутшӑнакан кӗрӗшрӗҫ пулин те ӑна Алина Просвирнова ҫӗнсе илчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, [69]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть